Пушӑн 22-мӗшенче ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ирттернӗ видеоконференцире ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Олег Марков 2014–2015 ҫулсенче «Таса шыв» тӗллевлӗ программӑнпа килӗшӳллӗн 2 миллиард тенкӗлӗх тӗрлӗ проект пурнӑҫланассине пӗлтернӗ. Чи малтанах Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенчи ушкӑн водоводне туса пӗтерӗҫ. Ку 65,9 пин ҫынна, 102 ял-салана таса шывпа тивӗҫтерме май парӗ. Пӑрачкаври, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенчи объектсене ҫӗнетесси те пӗрремӗш вырӑнта.
Министр каланӑ тӑрӑх, 2005–2013 ҫулсенче ҫынсене таса шывпа тивӗҫтермешкӗн 5 миллиард тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ҫак укҫапа 57 ялти объекта хута янӑ, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи шывпа тивӗҫтерекен икӗ тытӑма тунӑ.
Михаил Игнатьев хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене шыв объекчӗсене юсамашкӑн бюджетри мар укҫана илӗртес ӗҫе вӑйлӑлатмаллине каланӑ.
Ҫак ыйтӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ видеоконференцире хускатнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсен тата ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен парӑмӗ икӗ хут ӳснӗ. Шӑп та лӑп эрне каялла, сӑмахран, ҫав укҫа виҫи 640 миллион тенке ҫитнӗ. Пуринчен ытла парӑмлисем — Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсем тата Улатӑрпа Шупашкар хули.
«Хӑш-пӗр муниципалитетра тепӗр хысна организацийӗсем парӑмсене пухса пыраҫҫӗ. Вӗсем газпа пӗрех тивӗҫтерӗҫ, ҫурта ӑшӑ ҫитӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Анчах малашне апла тумӑпӑр. Пире хамӑрӑн пуҫлӑхсем парӑмлисене газпа тивӗҫтерессине хӗсме хушу панӑ. Пачах чарса лартма та пултаратпӑр», — палӑртса хӑварнӑ республикӑри пысӑк газ предприятийӗн ертӳҫи.
Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче — Саранскра — мордва чӗлхипе (мӑкшӑ тата ирҫе) тата литературипе регионсен хушшинчи XVI олимпиада иртнӗ. Унта Мӑкшӑ Республикинчи вӗренекенсем, Пушкӑртри, Тутарстанри, Пенза тата Ӑренпур облаҫӗсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енрен Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем олипиадӑна хутшӑннӑ. Екатерина Кулясова тата Дарья Солдайкина (иккӗшӗ те Пӑрачкав районӗнчи Напольное шкулӗнчен) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Республика ачисем мордва литературинче те маттур пулнӑ. Екатерина Кулясова — иккӗмӗш вырӑна, Дарья Солдайкина виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Дарья «Пултарулӑх секцинче» те 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Мария Кузнецова (Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗ) 2-мӗш пулнӑ, Екатерина Кулясова — 3-мӗш. Олипиада ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе, кубоксемпе чысланӑ.
Олимпиада М.Е.Евсевьев ячӗллӗ Мордва патшалӑх педагогика институчӗ ҫумӗнче иртнӗ. Ачасем ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра верентекенсем валли «Наци учебникӗ: истори, хальхи вӑхӑт, малашлӑх» семинар тата «ҫавра сӗтел» иртнӗ.
Улатӑр районӗнчи Сӑр Майдан сали ҫывӑхӗнче автобус ҫунма тытӑннӑ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 6:23 вӑхӑтра пулнӑ. Автобус ҫулпа пынӑ вӑхӑтрах ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗре виҫӗ техника, 8 ҫын хутшӑннӑ. ИӖМрен вара виҫӗ ҫын тата пӗр пушар машини ҫитнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тӑлӑх салтак арӑмӗсене хваттер илме патшалӑх сертификат панине вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче те ун пеккине тивӗҫҫисем пур. Вӗсенчен пысӑк пайӗ — 22 ҫын — илнӗ ӗнтӗ. Ҫапах та черет кӗтекенсем те пур-ха. Хальлӗхе ун пек ватӑсем тата тепӗр пиллӗкӗн иккен. Ҫамрӑк мар та, илсе ӗлкӗрччӗр ӗнтӗ тесси кӑна юлать-тӗр.
Сӑмах май, ҫак ыйту пур чухне те кал-кал татӑлса пырать теейместӗн-ха. Хӑйсен те ҫурт-йӗре лайӑхлатма тивӗҫҫине хӑш-пӗр ватӑн прокуратурӑпа суд тӑрӑх ҫӳресех ӗнентерме тиврӗ.
Улатӑрти механика савучӗ 120 ҫул ҫитнине халалласа ӗҫ коллективӗн конференцине ирттернӗ. Кӑҫал предприяти 392 миллион тенкӗлӗх продукци (вӑл, тӗпрен илсен, чукун ҫул предприятийӗсем валли ӑсанать) сутма палӑртнӑ иккен. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫакӑ 34,2 процент нумайрах-мӗн. Шел те, цифрӑсене хальхи е танлаштаруллӑ хаксемпе илсе кӑтартни паллӑ мар. Апла-и, капла-и, ӳсӗм куҫкӗрет. Производствӑна аталантарма кӑҫал 33,4 миллион тенкӗ хывнӑ. Ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе те савут ҫине тӑрать-мӗн.
Конференцие хутшӑннӑ Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин предприятин тӗп директорне Валерий Вялова хула администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ, ӗҫ коллективне тата уйрӑм рабочисене те грамотӑсемпе тата Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Рабочисене республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов, «Раҫҫей чукун ҫулӗ» обществӑн Чулхулари дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Садовников тата асӑннӑ тытӑмӑн Хусан регионӗн инспекторӗ Сергей Волков та саламланӑ.
Чӑваш Енре пурлӑх хуҫисем ытларах чухне хӗрарӑмсем иккен. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Вӗсене мӗнпур хваттерпе ҫурт-йӗр, ҫӗр участокӑн, ытти пурлӑх пурӗ 615,6 пин штук тивет иккен. Арҫынсен харпӑрлӑхӗнче вара — 575,1 пин кӑна.
Хӑш хулапа районта лару-тӑру еплине тишкернӗ те, этемлӗхӗн черчен ҫурри ҫине ҫыртарнӑ пурлӑх Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Канаш, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче хӗрарӑмсен пурлӑхӗ арҫынсеннинчен пушшех те самай-мӗн. Кунта асӑнман ытти районта вара арҫынсем ҫине ҫыртарни нумайрах иккен.
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри культура ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне ирттернӗ. Унта фольклор ушкӑнӗсем концерт кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне тӑван халӑхӑмӑр тумне кӑтартнӑ. Район шайӗнче йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ӗҫ йӗркелӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Лариса Никонова хутшӑннӑ.
Культура ҫурчӗн фойине ал ӑстисен ӗҫӗсем — тӗрлени те, ҫыхса ӑсталани те, наци апат-ҫимӗҫӗпе тумтирӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти художниксемпе ытти ӑстан ӗҫӗ илемлетнӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа кӗтсе илнӗ.
Тӑван халӑх культурине тӳпе хывакансене ҫав кун Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Район администрацийӗнне Кивӗ Эйпеҫри культура ҫурчӗн ертӳҫи Вера Разбокина, вӑл унти «Ахрӑм» фольклор коллективне ертсе пырать, тивӗҫнӗ. Асӑннӑ ушкӑна вара культура пайӗн грамотипе чысланӑ. Ҫав шайри Хисеп хучӗ ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Эйпеҫри «Ҫӑлкуҫ», Сойгинӑри «Хӗвел» фольклор ушкӑнӗсене лекнӗ. Ал ӑстисене те манса хӑвраман. Пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн, чӑваш наци культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тесе Сойгинӑри Альбина Захаровапа Ольга Ильденеевана, Ҫӗнӗ Эйпеҫри Надежда Рожкована Тав хучӗпе палӑртнӑ.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫсенчен ӗҫчен чӑвашсем урӑх нихӑш ялта та ҫук пуль. Кашни уйӑхра тенӗ пек вӗсем мӗнле те пулин ҫӗнӗ кӑсӑклӑ хыпарпа хыпарлаҫҫӗ. Чи лайӑххи вара — чылай ӗҫре вӗсем чӑваш йӑлине манманни. Ара, пур ӗҫе те тенӗ пекех ҫак ялти чӑвашсем нимелле тӑваҫҫӗ.
Кӑҫал вӗсем тепӗр сӑваплӑ ӗҫе пуҫӑннӑ — ялта «Хресчен картишӗ» этнографи музейне ӑсталама пуҫланӑ. Унашкалли Йӗпреҫ районӗнче пур, халь вара Улатӑр районӗнче те пулӗ. Пур ӗҫе вӗсем ҫитес ҫул вӗҫлесшӗн имӗш.
Тунтикун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, «Хресчен картишӗ» ҫурчӗн тӑррине витме пуҫӑннӑ иккен. Пурине вара унчченех хатӗрленӗ — нумай ҫул лартӑр тесе ятарлӑ шӗвекпе те витерсе тухнӑ. Нимелле ӗҫре ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансем те тӑрӑшнӑ, культура тата сывлӑх ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
«Хресчен картишӗ» пуян пуласса шантараҫҫӗ — ҫурта туса пӗтерсен ун валли экспонатсене килсерен пухса тухасшӑн. Хӑшӗ-пӗри пур та ӗнтӗ — музей тума йывӑҫ сухапуҫ, тимӗр акапуҫ килсе панӑ. Ҫавӑн пекех унта ал арманӗ, тӑрантас, пир тӗрмелли станок пулӗ.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре парксен йышӗ пӗрре маррине пӗлетӗр пулӗ. Кӑҫал вара вӗсем пӗринче ача-пӑча паркне ӑҫталама пуҫланӑ. Ҫуллахи вӑхӑтрах тытӑннӑ — нимелле чуччу, турник тата сак ӑсталаса лартнӑ.
Кӗр вӑхӑтӗнче те ӗҫ сӳнсе ларман кивӗэйпеҫсен — ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Казанцев Василий Петрович ертсе пынипе ача-пӑча парне маллалла ӑсталаҫҫӗ. Хальхинче каток валли вырӑн тума татӑнчӗҫ. Материалӗпе Казанцев А.Н. тивӗҫтернӗ иккен, Лебедев А.Н. вара платник ӗҫне тӑвать — савалать, касать, якатать. Ӗҫе вӗҫлесен ку парк ачасемшӗн чӑн та чаплӑ вырӑн пулма тивӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |